Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.9 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Грачёв Михаил Николаевич

Грачёв Михаил Николаевич (1953 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ — 2019 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ) — производствӑра малта пыракан, Чӑваш Республикин Муркаш районӗнчи К. Иванов ячӗллӗ колхозӑн механизаторӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ (1999).

Пурнӑҫӗ

Грачёв Михаил Николаевич 1953 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш АССР (халӗ — Чӑваш Республики) Муркаш районӗнчи Очӑкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

1972 ҫулта Совет Ҫарне хӗсмете илнӗ, унта вӑл 1974 ҫулччен хӗсметре тӑнӑ.

Ҫартан таврӑнсан тӑван районне килнӗ. 1977 ҫулта Муркаш районӗнчи К. Иванов ячӗллӗ колхоза механизатор пулса ӗҫе вырнаҫнӑ, унта 2008 ҫулччен ӗҫленӗ.

Пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсенче Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхне кӗрекен Шупуҫ ялӗнче пурӑннӑ.

2019 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Муркаш районӗнчи Шупуҫ ялӗнче вилнӗ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ (1999).
  • СССР тата Раҫҫей Федерацийӗн медалӗсем.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-07-24 22:29:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем